Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Канашского района (МБУК "ЦБС" Канашского района)ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Деревня Чагаси

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://mcb-kanash.rchuv.ru

Хальхи Чакаç ялĕ вырнаçнă вырăнта ĕлĕк вăрман кăна кашласа ларнă. Пирĕн ял пуçланса кайнă чухне хальхи вырăнта пулман, пулнă малтанах тĕрлĕ вырăнта пĕрер, икшер киль саланса ларнă. Хальхи ялтан кăнтăр – хĕвел анăç енелле 1,5 çухрăма (Янкăльчпа Тури Юнтапа сачĕ патнелле) Шатра çырми пур, унта Шатра старик пурăннă, çавăнпа вăл вырăна Шатра çырми тенĕ. Янкăльча кайнă чух сулахай енче Тимухха хăртни текен вырăн пур, унта Тимухха пурăннă. Вĕсем пурăннă кил вырăнĕсенче сакай вырăнĕсем халĕ те пур. Тепĕр ик – виç кил Калмăк вăрманĕпе Карапи вăрманĕ хушшинче вырнаçнă, ăна вара Урам çулĕ тесе ят панă. Калмăк вăрманĕнчен аяларахра  Куçма старик пурăннă, ăна çавăнпа Куçма кати тенĕ. Ял пуçланнă чух пĕтĕмпе те çичĕ кил кăна шутланнă, весем сапаланса пĕр-пĕринчен аякра пурăннă. Вĕсене вăрăсем питĕ аптратнă, çавна пула каярахпа вĕсем пĕр çĕре пĕрлешнĕ.

Ял таврашне икĕ ялтан çынсем килсе вырнаçнă. Пĕр йăхĕ Сантăркка старик йăхĕ, Тăрăнтан килнĕ, тепĕр йăхĕ  Çĕпрук йăхĕ, Чакка йăхĕ  хир енчен Янгильдино ял енчен куçса килнĕ.            

  Охрана труда в Чувашской Республике
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  Чат «Город над Волгой»  Форум «НА-СВЯЗИ.ru»  Погода по г. Канаш и Канашскому р-ну 

счетчик посетителей сайта

 Информационное сопровождение сайта и техническая поддержка: Администратор МБУК "ЦБС" Канашского района, 2011-2017
Система управления контентом
429310, Чувашская Республика, Канашский район, с. Шихазаны, ул.Михаила Сеспеля, д. 18, пом.8
Телефон: 49-2-36, 49-7-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика